Ял пурнӑҫӗ
Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Д.И. Захаров иртнӗ ҫулта ӗҫлени пирки ял халӑхне каласа кӑтартнӑ. Пуху «Чӑвашавтодор» предприятин Карачурари уйрӑмӗн столовӑйӗнче иртнӗ. Пухӑва районта ӗҫлекенсем — Пенси фончӗн Управленийӗн пуҫлӑхӗ А.М. Исаева (вӑл Шупашкар район пуҫлӑхӗ те шутлать) Федерацин налук службин районсем хушшинчи 5-мӗш инспекцийӗн вырӑна тухса тӗрӗслекен пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ С.Г. Башмаков тата ыттисем — пырса ҫитнӗ. А.М. Исаева пенси законодательствинчи ҫӗнӗлӗхсем пирки каласа кӑтартнӑ, хӗрарӑмсен республикӑри канашӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Пухура ыйтусем те пулнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ялта ӗҫ ҫукран ҫамрӑксем те тараҫҫӗ. Ҫапла каланине час-часах илтме тӳр килет. Тӗрӗссипе, ҫапла-ха: ӗҫ выранӗ сахалтарах. Анчах ял йӗри-тавра пушӑ уй саркаланать. Унта ҫум курӑк ашӑрать. Ялта пурӑнас кӑмӑл пуррине, тем тесен те, нимӗнле чару та ҫук: хӑвӑн вӑйна шанса ӗҫле ҫеҫ. Ялта тӗпленнӗ ҫынсене патшалӑх та пулӑшма тӑрӑшать ав. Кунтисем хӑйсен пуҫарӑвӗшӗн грант илме пултараҫҫӗ. Унӑн проекчӗпе правительство ларӑвӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов паллаштарнӑ. Грант пулӑшӑвне виҫӗ енпе парӗҫ: кану лапамӗ йӗркелесси, культура палӑкӗсене сыхласси, чӑваш халӑхӗн культурине йӗркелесси. Правилӑсемпе килӗшӳллӗн, унӑн 2 миллион тенкӗрен ытла, проектӑн пӗтӗмӗшле сумминчен 60 процентран ытла пулмалла мар. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ. Ҫак проекта пурнӑҫламашкӑн муниципалитетсене республика хысни субсиди евӗр уйӑрса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Канашлу вӑхӑтӗнче Услам илес тесе теприсем тем тума та хатӗр. Эрех черккине путнисен чирӗпе усӑ курса теприсем, ав, спиртлӑ хатӗрсене сутаҫҫӗ. Халӑхра вӗсене «фанфурик» тенипе пӗлеҫҫӗ. Саккунӗ вӗсене сутма чармасть. Пит-куҫа тасатма тесе ҫырнӑскерсене ирӗклӗнех ярӑнтараҫҫӗ вара ун йышшисем. Вӗсене туянакансенчен ытларахӑшӗ ӑна ал-урана сӗрме туянманнине пӗлмен ҫын ҫук-тӑр. Муркаш районӗнче пӗчӗк тата вӑтам уҫсламҫӑсен инвестици вӑй-халне сӳтсе явма пухӑннӑ ларура ытти ыйтупа пӗрлех «фанфурик» темине те хускатнӑ. Сӑмах май, районӑн тӗп тухтӑрӗ В.Г. Данилов район администрацийӗнче иртнӗ пӗр планеркӑра ҫав хатӗре сутса укҫа тӑвакан усламҫӑсен хакӗ ниме тӑмасть тесех палӑртнӑ. Ҫын инкекӗпе усӑ курса укҫа тӑвакансем совеҫе сутса яманах-тӑр тесе муркашсем тем пекех шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Муркаш районӗнчи Турай ялӗн ачисем шкула ҫӳхе пӑр тӑрӑх утаҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймӑн — шкула ҫитмешкӗн пӗве урлӑ каҫмалла. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет. Вӑрӑм пӗве Турай ялне икӗ пая уйӑрать. Шкул вара ҫуртсен леш енче вырнаҫнӑ. Ачасен е кӳршӗ ял урлӑ ҫаврӑнмалла (кун пек 3 ҫухрӑм пулать), е тӳрех пӗве урлӑ каҫмалла. Шӑпӑрлансем, уйрӑмах аслӑ классенче вӗренекенсем, кӗске ҫула суйлаҫҫӗ. Ҫитӗннисем вара ҫакна хӑраса сӑнаҫҫӗ. Малтан ачасем шкул автобусӗпе ҫӳренӗ. Халӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов каланӑ тӑрӑх, вӑл илсе ҫӳреймест. Автобуса сӗрмелли-ҫунтармалли материалсемпе тивӗҫтермешкӗн укҫа сахал уйӑрнӑ-мӗн. Николай Павлов пӗве урлӑ кӗпер хывмашкӑн та укҫа ҫуккине пӗлтернӗ. — Пӑр шӑтӑртатать, ачасем ҫапах ҫӳреҫҫӗ. Халӗ, ҫуркунне хӑш вырӑнта пӑр катӑлассине пӗлеймӗн, — тенӗ ялта пурӑнакан пӗр ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Канаш районӗнче терлӗ мероприяти иртнӗ. Ачча ял тӑрӑхӗнче халӑх пултарулӑхӗн «Иксӗлми Канаш ен ҫӑлкуҫӗсем» район фестивалӗпе килӗшӳллӗн черетлӗ курав пулнӑ. Аччари тата Пайкилтри ушкӑнсем концерт кӑтартнӑ. Сцена ҫинче ӳнер пултарулӑхӗн мӗн пур жанрӗ пулнӑ. Пайкилт ял тӑрӑхӗнчи Николайпа Марина Семеновсем «Юрату утравӗ» юрра шӑрантарнӑ. «Хӗлхем» вокал ансамблӗ «Край родной», «Пурнӑҫ урапи» юрӑсене, Ирина Чернова «Сарӑ кайӑк» юрра юрланӑ. Ачча ял тӑрӑхӗнчи «Шевле» фольклор ансамблӗ путарулӑхӗпе кашнинчех тӗлӗнтерет. Хальхинче те вӑл куракансене тыткӑнланӑ: халӑх юррисем шӑрантарнӑ, тӑван тӑрӑхӗнчи йӑлапа паллаштарнӑ. Ачча шкулӗнчи 3-мӗш класра вӗренекен Ангелина Лаврентьева «Авас терӗм» юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Валерий Корытников «Вӑрман кӳллинче» шӑрантарнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Красноармейскинчи халӑх театрӗ аллӑ усса лармасть. Пултарулӑх ушкӑнӗ спектакльпе ялсене тухса ҫӳрет. Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх театрӗ Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхне кӗрекен Анаткас ялӗнчи культурӑпа кану ҫуртӗнче пулнӑ. Ял халахӗ артистсене тарават йышӑннӑ, спектакль кашнин кӑмӑлне кайнӑ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче театр Алманч ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни» спектаклӗ кунти халӑха та килӗшнӗ. Ҫак камит куракансен кӑмӑлне ҫӗклет. Красноармейскинчи халӑх театрӗ ҫитес вӑхӑтра спектакльпе кӳршӗ районсене тухма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Патшалӑх нумай ачаллӑ ҫемьесен пулӑшма тӑрашать. Виҫҫӗмӗш ачашӑн ав тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ параҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 25 ҫемье черетре тӑнӑ. Кунта саккун вӑя кӗнӗренпе 11 ҫемье ҫӗрлӗ пулнӑ. Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан Ольгӑпа Александр Тагайкинсем сертификат чи пӗрремӗш илнӗ. Ку 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ. Вӗсем ҫав лаптӑк ҫинче ҫурт ҫӗклеме тӗллевленнӗ. 2012 ҫулта вӗсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Халӗ ҫӗнӗ ҫуртӑн шал енчине ҫеҫ туса пӗтермелле. Ӑна ҫемье пуҫӗ Александр хӑйех пурнӑҫлать. Ҫутӑпа газ та кӗртмелле. Хальлӗхе ку ыйтӑва администрацире уҫӑмлатаҫҫӗ. Тагайкинсен виҫӗ ача. Аслисем Миленӑпа Даниил шкула ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫӗнни ача пахчине кӑна-ха. Александр усламҫӑ, арӑме вара ӑна пулӑшса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Иккӗшӗ пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннӑ-ши тесе пуҫ вататӑр пулӗ те, анчах Канаш хӗрӗсем теннисла вылянине Пӗтӗм Раҫҫейре наркотика хирӗҫле иртекен «Сывлӑхшӑн тата ачамӑрсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн» тата «Ҫамрӑксем — сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркишӗн» акцисен шучӗпе корт умне тӑнӑ. Ӑмӑртӑва Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи Культура аталанӑвӗн тата вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗнче ирттернӗ. Теннисла выляс шухӑшлӑ хӗрсене асӑннӑ учреждени ертӳҫи Юлия Николаева пухнӑ. Теннис ракеткине тытнисем вӑйӑ кӑмӑла кайнине, ӳлӗмрен те корт умне тӑма хирӗҫ маррине палӑртнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Пулла ҫӳреме юратакана нимле ҫанталӑка та пӑхса тӑмӗ-ха. Элӗксем ҫапах та пӑр катса пулӑ тытассипе ӑмӑртма шут тытнӑ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттерекен ӑмӑртӑва кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут пысӑкрах йышпа пухӑннӑ иккен. Пулӑҫсем ирхи ҫиччӗрех пуҫтарӑннӑ. Кӑҫал пулӑ питӗ кутӑнлашать, вӑлтана йӑпӑр-япӑр ҫакланмасть те Ассакасси ялӗ патӗнчи пӗвере тытса пӑхас тенӗ. Тупӑшмалла пулӑ тытнӑ чух пӗлтӗр ҫанталӑк вӑйлӑ ҫилпе тата юр ҫунипе кансӗрленӗ. Кӑҫал пуш уйӑхне пӑхмасӑрах ҫумӑр лӳшкеме пуҫланӑ. Ҫӗнтерес туйӑмпа пынӑ ҫынна ҫав хӑраттӑр-и вара! Пулӑҫсем тӑватӑ номинацире: «Чи нумай тытни», «Чи хӑвӑрт пулӑ», «Чи пысӑк пулӑ», «Чи пысӑк шӑтӑк» ятлисенче, тупӑшнӑ. «Чи хӑвӑрт пулӑ» текенни пуринчен малтан ҫаклатмаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тума «Хӗлхем» спорт шкулӗнче директор ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Сергей Леонтьева ӑннӑ. Уйӑрса панӑ вӑхӑтра — виҫӗ сехет ҫурӑ хушшинче — Мӑн Ямаш шкулти вӑй-хал культурине вӗрентекен Евгений Назаров вӑлтине пуринчен ытла пулӑ ҫакланнӑ. Чи пысӑк пулӑ спорт шкулӗн директорне Валерий Сергеева ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Тӑвай районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсем ветерансемпе тӗл пулассине йӑлана кӗртнӗ. Вырӑнтисем шкулсенчи учительсемпе вӗренекенсем «Юнашар пурӑнакан ветеран» акци ирттереҫҫӗ тесе хыпарлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра шкул ачисем кил-тӗрӗшре кӑна мар, сӑвӑсем вуласа параҫҫӗ иккен. Нумаях пулмасть Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи шкул ачисем Алексей Иванов ватӑ патӗнче пулнӑ. Вӑл — педагогика ӗҫӗнче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫын. Ачасем Алексей Иванович кил хушшине юртан тасатса панӑ. Ватӑ ачасене кӑна мар, шкул коллектвине те чунтан тав тунӑ. Ҫапла пулӑшни, ун шучӗпе, гражданла яваплӑха ӳстерет, ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет. Ольга Григорьева, Денис Иванов, Ольга Никифорова, Ольга Николаева, Павел Тимофеев, Андрей Гурьев, Петр Гурьев, Алла Яковлева уйрӑмах палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |